Versi di Francesca da Rimini tradotti in ciuvascio da Oxana Zaitseva
Inferno, Canto V, 88-142
–
Ачаш та ырлӑхлӑ чӗрӗ,
Эсе, курми тӗттӗме кайса куракан,
Пире, юнпа, тӗнчене варлакансене
Хаҫан та пире пулнӑ юлташ тӗнче патши,
Эпир вара кӗлӗ вулӑттамӑрчӗ
Вӑл сана хӑтартӑр тесе,
Ҫавах та сирӗн пирӗн патне калаҫмалли пур пулсан
Эпир хавас калаҫма тата хамӑр шутлама,
Шӑпах ҫилтӑман чухне, кунта хальхи пек.
Эпӗ ҫуралнӑ ҫав ҫыран хӗррисенче
Аҫта хумсем ывӑнна гонец пек
Кетсе илеҫҫе По ытты юханшывсемпе.
Юрату ҫунтарать ҫемҫе чӗрене
Вӑл танлаштарми ӳтпе пусмӑрланчӗ,
Пӗтрӗ ҫак хӑруш сехеть вӗҫӗнче.
Юрату, юратма юратакансене хушаканӗ
Мана ун патне хушса ыткӑнтарче,
Ҫак пусмӑра эс куран ҫӗмӗрми
Иксӗмӗрӗн юрату пире вилӗм патне илсе пыче
Каинта пирӗн кунсене сӳнтерекен пуле
Савӑн пек калаҫу вӗсен пулчӗ.
Хурлӑхлӑ мӗлкесен куракане
Эпӗ тунсӑхлӑ кӑкӑр ҫине пуҫа хутӑм
«Мен ҫинчен эсӗ шутлан?»ыйтрӗ учитель.
Эпе пуҫларӑм ҫавӑн пек : «Пелнӗ-ши кам та пулсан
Мӗнле нега? Тата ӗмӗт менле
Вӗсене сак юҫе ҫул ҫине илсе килнӗ!»
Кайран шӑпланнисем патне сӑмах хушса,
Каларӗ: «Франческа, эсе каласа панине
Эпӗ куҫҫӳлпе итлетӗп, нушаланса.
Ҫавах кала: ассӑн сывлакансен ҫемҫе кунӗсенче
Мӗн пулнӑ сирен юратуллӑ вӗрентю,
Вӑртӑн йыхрав ясарне уҫса параканни?
Тата вӑл мана: «Ҫав ҫӳлти нушана ыйтакан,
Кам ырлӑхлӑ вӑхӑта ас тӑвать
Телейсӗр вӑхӑтра, сан йӗртӳҫу ҫавна пула
Анчах та перремӗш пӗрче таранчен пӗлсен
Усал юратӑва эс типӗпе тулли,
Сӑмах та куҫҫӳл парӑп тулли
Перрехинче эпир вуланӑ
Ланцелот ҫинчен илемлӗ калава;
Пӗччен эпир пулнӑ, кашнийӗш шухӑшсӑр пулнӑ.
Кӗнеке вуланӑ вӑхӑтра куҫсем тӗлпулнӑ пӗрре мар,
Тата эпир тӗссӗр пулнӑ вӑрттан чӗтресе
Анчах та малалла пире калав ҫӗнтерче..
Эпир вуланӑ тинь ун ҫинчен, мӗнле вӑл ыталаса
Тӗршӗнчӗ хаклӑ кулакан ҫӑвар патне
Ҫав, кампа емӗрлӗхе эпе перлешне шикленсе,
Чуп туре, чӗтресе, манӑн тутана.
Тата кӗнеке пулчӗ пирӗн Галеот!
Никам та пирӗнтен вуласа пӗтермере ҫак хута»
Мӗлке каларӗ, хӑрушӑ пусмӑрпа кӗтекен,
Тепри йӗретче, тата весен чӗрисен асапе
Манӑн ӳте вилӗмле тарпа витрӗ;
Вара эпе ӳкрӗм велнӗ ҫын ӳкнӗ пек.
–