Versi di Francesca da Rimini tradotti in ciuvascio da Oxana Zaitseva
Inferno, Canto V, 88-142

Ачаш та ырлӑхлӑ чӗрӗ,
Эсе, курми т
ӗттӗме кайса куракан,
Пире, юнпа, т
ӗнчене варлакансене

Хаҫан та пире пулнӑ юлташ тӗнче патши,
Эпир вара к
ӗлӗ вулӑттамӑрчӗ
Вӑл сана хӑтартӑр тесе,

Ҫавах та сирӗн пирӗн патне калаҫмалли пур пулсан
Эпир хавас кала
ҫма тата хамӑр шутлама,
Ш
ӑпах ҫилтӑман чухне, кунта хальхи пек.

Эпӗ ҫуралнӑ ҫав ҫыран хӗррисенче
А
ҫта хумсем ывӑнна гонец пек
Кетсе  иле
ҫҫе По ытты юханшывсемпе.

Юрату ҫунтарать ҫемҫе чӗрене
В
ӑл танлаштарми ӳтпе пусмӑрланчӗ,
П
ӗтрӗ  ҫак хӑруш сехеть вӗҫӗнче.

Юрату, юратма юратакансене хушаканӗ
Мана ун патне хушса ыткӑнтарче,
Ҫак пусмӑра эс куран ҫӗмӗрми

Иксӗмӗрӗн юрату пире вилӗм патне илсе пыче
Каинта пир
ӗн кунсене сӳнтерекен пуле
Сав
ӑн пек калаҫу вӗсен пулчӗ.

Хурлӑхлӑ мӗлкесен куракане
Эп
ӗ тунсӑхлӑ кӑкӑр ҫине пуҫа хутӑм
«Мен
ҫинчен эсӗ шутлан?»ыйтрӗ учитель.

Эпе пуҫларӑм ҫавӑн пек : «Пелнӗ-ши кам та пулсан
М
ӗнле нега? Тата ӗмӗт менле
В
ӗсене сак юҫе ҫул ҫине илсе килнӗ!»

Кайран шӑпланнисем патне сӑмах хушса,
Калар
ӗ: «Франческа, эсе каласа панине
Эп
ӗ куҫҫӳлпе итлетӗп, нушаланса.

Ҫавах кала: ассӑн сывлакансен ҫемҫе кунӗсенче
М
ӗн пулнӑ сирен юратуллӑ вӗрентю,
В
ӑртӑн йыхрав ясарне уҫса параканни?

Тата вӑл мана: «Ҫав ҫӳлти нушана ыйтакан,
Кам ырл
ӑхлӑ вӑхӑта ас тӑвать
Телейс
ӗр вӑхӑтра, сан йӗртӳҫу ҫавна пула

Анчах та перремӗш пӗрче таранчен пӗлсен
Усал юрат
ӑва эс типӗпе тулли,
С
ӑмах та куҫҫӳл парӑп тулли

Перрехинче эпир вуланӑ
Ланцелот ҫинчен илемлӗ калава;
П
ӗччен эпир пулнӑ, кашнийӗш шухӑшсӑр пулнӑ.

Кӗнеке вуланӑ вӑхӑтра куҫсем тӗлпулнӑ пӗрре мар,
Тата эпир т
ӗссӗр пулнӑ вӑрттан чӗтресе
Анчах та малалла пире калав
ҫӗнтерче..

Эпир вуланӑ тинь ун ҫинчен, мӗнле вӑл ыталаса
Т
ӗршӗнчӗ хаклӑ кулакан ҫӑвар патне
Ҫав, кампа емӗрлӗхе эпе перлешне шикленсе,

Чуп туре, чӗтресе, манӑн тутана.
Тата к
ӗнеке пулчӗ пирӗн Галеот!
Никам та пир
ӗнтен вуласа пӗтермере ҫак хута»

Мӗлке каларӗ, хӑрушӑ пусмӑрпа кӗтекен,
Тепри й
ӗретче, тата весен чӗрисен асапе
Ман
ӑн ӳте вилӗмле тарпа витрӗ;

Вара эпе ӳкрӗм велнӗ ҫын ӳкнӗ пек.